Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче йăлана кĕнĕ «Çулталăкри вĕренекен» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта ачасем хăйсен ăсталăхне виçĕ номинацире кăтартса панă. Вĕсен тавра-курăмне тÿресен йышĕнче пулнă информатика предмечĕн ертÿçи Максим Александров курса хакланă:
_ «Çулталăкри вĕренекен» конкурса пирĕн шкулта çулсеренех йĕркелесе ирттереççĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри чи ăста тата пултаруллă шкул ачисем хутшăнаççĕ. Кăçал çак сумлă ята çĕнсе илессишĕн ултă çамрăк тупăшрĕ. Вĕсем чи малтан портфолио хÿтĕлерĕç, унтан оратор ăсталăхĕн конкурсĕнче палăрчĕç, каярах вĕренÿ программипе çыхăннă тĕрлĕ ыйту çине тĕрĕс хурав парассипе тупăшрĕç. Ăмăрту туслă атмосферăра итрĕ, кăçал шкулти чи анлă тавра курăмлă вĕренекен ята 9-мĕш клас- ра вĕренекен Нелли Фомина çĕнсе илчĕ. Шкул пурнăçĕнче ачасем пысăк хастарлăх кăтартнăшăн эпир, вĕрентекенсем, хытă хĕпĕртетпĕр.

