Кěçех Совет халăхě Тăван çěршывăн Аслă вăрçинче фашистсене çěнтернěренпе 80 çул çитет. Çанталăк хăйěн саккунěпе илемленě, ăшăтě. Сирень чечеке ларса шăршине çынсене парнелě, тюльпансем капăрланěç, хырпа чăрăш та çутăрах симěс тум тăхăнě. Çынсем вара хăйсен вăрçăра пуç хунă тăванěсене аса илсе хурланěç, теприсем шăп пулса аса-илӳре хумханěç. Эпě те аса килнě шухăша пěр çěре пухса сăмах çине куçаратăп.
Ялта ватти-вěтти пурте Иван Кузьмич тесе хисепленě ăна. Пиччěшě хыççăн вăл та Смирнов хушамата йышăннă. Хěсмете те çак хушаматпах лекнě. Çураласса Кузьма Данилов çемйинче 1908-мěш çулта çуралнă. Амăшě, Кондратьева Акулина, Мăкăр ялěнчен качча килнě. Çемьере ача-пăча йышлă пулнă: икě ывăлпа тăватă хěр çитěннě. Ывăлěсем Шăхасан шкулěнче пěлěве тăснă. Вěреннě чухне Кузьмин хушаматпа пулнă. Кузьмин Иван Шăхасан шкулěнчен 1927-мěш çулта вěренсе тухать, кěçех Çěнě Чалкассинче избач пулса ěçлеме тытăнать. Унтан ял совечěн секретарьне лартаççě. «Тěрлě хутсене тěрěс те хитре почеркпа çыратчě», – тесе аса илетчě ун çинчен вăрçă участникě пулнă Пётр Никитин.
1930-мěш çулхи август пуçламăшěнче Хěрлě Çар ретне тăрать. Ленинград облаçěнчи стрелоксен 32-мěш полкěнче службăра пулать. Вырăсла тěрěс çырнăран Иван Кузьмина аслă писарь тивěçне пурнăçлама Ленинград хулин Фрунзе районěн военкоматне куçараççě. Çав вăхăтрах штаб пуçлăхěн пулăшуçи пулать. 1940-мěш çулчченех комсос- тав хатěрлекен курсра икě çула яхăн вěренет. Ленинград хěрěпе паллашса çемье çавăрать. Вăрçă пуçланнă тěле унăн çемйинче икě хěрпе ывăл çитěннě.
Иван Кузьмин финсене хирěç çапăçусене хутшăннă, пулемётчик пулнă. Иккěмěш тěнче вăрçи пуçланичченех алла пăшал тытма тӳр килнě унăн. Ытларах Карелие тата Ленинграда хӳтěленě çапăçусенче вилěме хирěç куçа-куçăн тăнă. Çав вăхăтра Ленинградран эвакуаци йěркипе çемьене куçарнă чухне Екатерина Андреевна арăмě, Райăпа Тамара хěрěсем бомба айне пулса вилнě. Вăрçа Инçет Хěвелтухăçěнче вěçленě Иван Кузьмин. Ольгински медсанбатра сипленнě чухне пушар вăхăтěнче пěтěм документсем кěлленнě, вěсен шутěнче аманнине пěлтерекен справка та. Пěртен пěр документ «За боевые заслуги» медале палăртакан удостоверени сыхланса юлнă. Вăрçă чарăннă…
Смирнов Иван Кузьмичăн урăх ěç пуçланнă: çемйине шырамалла. Тен, кам пěлет, телей алăкне уçакан уçă тупăнě? Тупăннă. Ывăлне, Смирнов Александр Ивановича, вăрçă пěтсен пилěк çултан ача çуртěнче шыраса тупнă, яла илсе таврăннă.
Александр Иванович блокадăран илсе тухнă ачасенчен пěри Çěнě Чалкасси шкулěнче вěреннě. Кайран хăй те вěрентекен пулса тăнă, вырăс чěлхипе литературине вěрентнě. Ытларах Вăрнар районне кěрекен Пăртас, Уравăш шкулěсенче тимленě, Канаш округне кěрекен Тăрăн ялěнче те ачасене вěрентнě. Пурăна киле нимěç чěлхине те вěрентнě. Уравăшсем ырăпа кăна аса илеççě ăна. Ачасем ăна питě юратнă. Александр Иванович сăвă вулассипе, юрăсем юрлассипе халăх асěнче юлнă. Ашшěпе ывăлě иккěшě те вăрçă хыççăн амăшěн тăванěсене шыранă. Шел… Никам та тупăнман. Тен, çавăнпа та Ленинграда пурăнма каяс пирки нихăçан та сăмах тапратман.
Ашшěн те, ывăлěн те кун-çулěсем кěске пулчěç: ку тěнчерен уйрăлнă чух ашшě 67, ывăлě 48 çулта пулнă.
Иван Кузьмич 1930-1946-мěш çулччен, 16 çула яхăн Тăван çěршыва хӳтěлес ěçре тăрăшнă. 1948-49-мěш çулсенче Иван Кузьмич Çěнě Чалкасси ялěнче избач пулса ěçленě. Ревком председателě пулнă.
Ашшěпе ывăлěн сăнарěсем яланах тăванěсен, ял халăхěн асěнче.
Людмила Орлова
Çěнě Чалкасси ялě.