Сухайкасси салинчи вулавăшра «Киле — кĕнеке» акцие хастар тытса пыраççĕ. Кĕнеке вулас кăмăллă, анчах та килтен тухса çÿреймен ватăсем патне вулавăш ĕçченĕ Инна Цурт васкать. Халĕ ăна сăмах паратпăр:
— Эпĕ вулавăшра нумайранпа ĕçлеместĕп. Анчах та ку акцие Сухайкассинче манччен те çирĕп тытса пынине лайăх пĕлетĕп. Хам эпĕ çак саларах çуралса ÿснĕ, пĕр вăхăт чикĕ леш енче пурăннă хыççăн тă-ван тăрăха таврăнтăм. Чуна çывăх ял-йыша ырă ĕç туса савăнтарас кăмăл çуралчĕ. Вулавăшра ĕçленĕ май ватă çынсем патне килĕсене кĕнекесем илсе çÿ-реме пуçларăм. «Чун çимĕçне» вĕсем урамра хама тĕл пулсан тата телефонпа саккас параççĕ. Вуласа тухсан вара илсе кайма юранине систереççĕ. Палăртса хăварас килет, кĕнекесене унччен маларах такăрлатнă сукмакпа йăтатăп тесен те йăнăш пулмĕ, кĕнекепе пĕрре туслашнă çынсем ăна алăран вĕçертме васкамаççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ изданисене тулли кăмăлпа вуласа тухаççĕ. Вĕсен сăнĕсенче кулă палăрсан манăн хамăн та кăмăл çĕкленет, тата та хастартарах ĕçлес туртăм çуралать.