Главная > Публикации > Медальсемпе таврăннă

Медальсемпе таврăннă

Нальчик хулинче мас-рестлинг енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта, Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче, канашсем те пулнă. Вĕсем республика ушкăнĕн пухмачне пĕр кĕмĕл тата икĕ бронза медальсемпе пуянлатнă. Вероника Александрова иккĕмĕш пулнă, София Сидорова тата Артем Софронов виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Халĕ асăннă ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухнă Вероника Александрова хăйĕнпе паллаштарать:

 — Мас-рестлингпа эпĕ Хучел шкулĕнче вĕреннĕ чухне туслашрăм. 8-мĕш класа çитсен, çак спорт тĕсĕнче, хамăн ăсталăха çине тăрса туптама тытăнтăм. Ăмăртусене пире Хучел шкулĕн-че физкультура предметне ертсе пыракан Виктор Федоров хатĕр-лерĕ. Палăртса хăварар, Виктор Александрович халĕ те пирĕнпе. Вăл мас-рестллересене Канаш хулинчи Владимир Воронков ячĕллĕ спорт шкулĕнче тренер-преподаватель пулса малалла хатĕрлет. Çак спорт тĕсĕнче курăмлă çитĕнÿ-сем тунăран 2023-мĕш çулта мана Раççей Спорт министерствин ят стипендине парса хавхалантарчĕç. Çав çулхине эпĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне те лекме пултартăм.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *