Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Хаклă парнесем парса чысланă

Хаклă парнесем парса чысланă

Канашри чăх-чĕп фабрики шкул ачисем хушшинче пултарулăх конкурсĕ ирттернĕ. Ăна çăмарта курупки çинчи логотипа çĕнетес тĕллевпе йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем парса чысланă. Конкурс çинчен тĕплĕнрех вĕренÿ управленийĕн тĕп специалист эксперчĕ Наталия Тимофеева каласа парать:

 — Округри предприятисемпе вырăнти вĕренÿ учрежденийĕсем тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Шкул ачисем хушшинче пултаруллă çамрăксене тупса палăртас тата вĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе уйрăмах пысăк тÿпе хываççĕ. Нумаях пулмасть Канашри чăх-чĕп фабрики ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Унта ачасем çăмарта курупки çинчи çĕнĕ логотипа мĕнлерех курнине кăтартса пачĕç. Хулари 9-мĕш шкулта вĕренекен Артем Барботкинăн тата Вырăскас Пикших шкулĕнче пĕлÿ пухакан Татьяна Сергееван ĕçĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Вĕсене конкурс йĕркелÿçисем ноутбуксем парса чысларĕç. Иккĕмĕш вырăна тухнă çамрăк ÿнерçĕсем планшетсене тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăншăн пултаруллă çамрăксене смартфонсем парса хавхалантарĕç. Конкурсăн тепĕр 15 лауератне те пушă алăпа ямарĕç. Çитес вăхăтра, ачасем сăнарланă ÿкерчĕксене шута илсе калăпланă çĕнĕ логотиплă продукци, çĕршыв тăрăх саланĕ. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *