Среда, 11 февраля, 2026
Главная > Публикации > Шаккăл ялĕнчи орден илме тивĕçнĕ фронтовиксем

Шаккăл ялĕнчи орден илме тивĕçнĕ фронтовиксем

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май эпир вăрçăн асапĕпе тертне тÿссе ирттернĕ хамăр тăвансене, кÿршĕсене, ял-йыша аса илетпĕр. Пирĕн Шаккăл ялĕнчен 260 ытла çын тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Вĕсенчен 137-шĕ пире хÿтĕлесе пуçĕ- сене хунă. Вĕсен вил тăприйĕсем _ çĕршывăн тĕрлĕ вырăнĕсенче. Нумайăшĕ ăçта вилни те паллă мар.

Салтаксем вăрçăран таврăнсан мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Нумайăшĕ тăван колхозрах вăй хунă. Хĕрарăмсемпе ачасене кăшт çăмăлрах пулнă.

Пирĕн чи ватă ентешсенчен пĕри Исаев Филипп Исаевич 1942 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Вăл Граждан вăрçине те хутшăннă, Колчака Сарапул хулинчен пуçласа Çĕпĕре çити хăваласа янă. Йывăр аманнă, Свердловск хулинчи чукун çул станцийĕнче чылай выртнă. 1922 çулхи майăн 22-мĕшĕнче демобилизациленнĕ.

1930 çулта колхоза кĕнĕ. Механизаторсен курсĕнчен вĕренсе тухса ялти пĕрремĕш тракторист пулса тăнă. Тăшман Тăван çĕршыв çине тапăнса килсен ватă салтак айккинче юлман. Ăна хирĕç Иккĕмĕш Беларуç фронтĕн- че çапăçнă, Тулă облаçĕнче пĕр урине йывăр амантнă. Гос- питальте сипленнĕ хыççăн киле килсе кайнă. Мускав патĕнче, Ленинград фрончĕн йышĕнче, тăшмана тĕп тума хутшăннă. 1945 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче салтак каллех йывăр аманнă. Вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн 3-мĕш степеньри Мухтав орденне илме тивĕçнĕ.

Николаев Леонид Николаевич фронта ялтан 1941 çулта тухса кайнă. 204-мĕш пехота полкĕнче Ленинград, Курск фрончĕсенче çапăçнă. Ленинград облаçĕнчи Пушкино хулине фашистсенчен тасатнă чухне йывăр аманнă. Ăна çапăçу хирĕнче паттăр пулнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Прокопьев Михаил Прокопьевича 1942 çулта 18 тултарсан вăрçа илсе кайнă. Горький облаçĕнче вĕреннĕ хыççăн Ладога кÿлли урлă каçнă чухне çамрăк каччă грузовик çине ларас тесе бортран çакланма тăрăшнă, анчах та кузов çинчи çынсем ăна тĕксе янă. Мĕншĕн тесен машина ахаль те тулли пулнă. Кăштах вăхăт иртсен кузов çине снаряд лекнĕ, машина шыва кайнă. Çамрăк Мишша хăйĕн пурнăçĕ йĕп вĕçĕнче пулнине çав тапхăрта пĕрремĕш хут асăрхама пултарнă. Ăна 196-мĕш стрелоксен дивизине Токса юхан шывĕ хĕрринче Ленинграда хÿтĕлеме хăвараççĕ.

1943 çулхи август уйăхĕн вĕçĕнче 67-мĕш армине Синявскин высотине хÿтĕлеме куçараççĕ. Çав вырăнсенче «А зори здесь тихие» паллă кино ÿкереççĕ. Вилĕмрен çăлăнас тесе пуçĕсене хунă салтаксен ÿчĕсемпе хупланни те пулнă. Çав çулхине çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăл вăйлă аманать. Госпитальте сип-леннĕ хыççăн ăна танксен 220-мĕш бригадине яраççĕ.

Кĕçех «Нева» операци пуçланнă. Пин-пин оруди пĕр харăссăн ĕçленĕ. Михаил саперсемпе пĕрле танксем валли çул уçнă. Çул çинчи кĕпере минăсенчен тасатнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Мишша Ленинград блокадине иличченех çапăçать, Эстони, Польша хулисене тăшман аллинчен ирĕке кăларма хутшăнать. Берлина çитсе Рейхстаг çине хăйĕн хушаматне çырать.

Тимофеев Иван Иванович 1943 çулта вăрçа кайнă. 1943 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Варшава хулине илнĕ чухне йывăр аманнă. Вăрçă хирĕн- че паттăрлăх кăтартнăшăн ăна 3-мĕш степеньри Мухтав орденĕпе чысланă.

Рыжов Иван Кузьмич 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче вăрçа кайнă. Вăл 398-мĕш артиллери полкĕн отделени командирĕ пулнă. Ленинград, Гатчина хулисене хÿтĕленĕ. 1945 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче нимĕçсен икĕ самоходкине тĕп тунă. Çакăншăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысланă.

Юманов Алексей Николаевич 1940 çултанпах çарта пулнă. 20-мĕш арминче стрелоксен взвочĕн командирĕ пулса Смоленск, Витебск, Ржев, Мускав хулисем патĕнче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. 1944 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче хăйĕн взвочĕпе тăшманăн 5 контр атакине сирсе янă. Паттăрлăх кăтартнăшăн 2-мĕш степеньри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне илме тивĕçнĕ.

Васильев Лаврентий Васильевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пĕрремĕш кунах тухса кайнă. Амăшĕ хĕрес çакса янă, хăйĕн тĕлĕкне каласа панă. Уйра виçĕ капан тăнă пек, пăшисем виççĕшне те пуçланă, анчах йăлтах çисе ярайман. «Вăрçăран пурте таврăнатăр», _ тенĕ. Виçĕ ывăлĕ вăрçа тухса кайнă, пурте киле таврăннă. Анчах амăшĕ вĕсене кĕтсе илеймен, ватăскер çĕре кĕнĕ.

Лаврентий Хĕвел анăç енче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕнĕ. Йывăррăн каялла чакнă чухне контузи илнĕ. Такам сасă панине илтнĕ. Сасă çине кайса Çăлпуç каччине Яков Максимовича курнă, ăна çĕр ăшĕнчен чакаласа кăларнă. Вĕсене Логинов командир курнă, оруди хатĕрлеме каланă. Тăшман тапăнса килнĕ. Пирĕн салтаксем темиçе танка тĕп тăваççĕ, наступление чарса лартма пултараççĕ. Командир артиллеристсене тав тăвать, хăй аманать. Салтаксем ăна наçилкка çине хурса çапăçу хирĕнчен илсе тухма тăрăшаççĕ. Анчах тепĕр снаряд пырса тивет, Логинов ĕмĕрлĕхех куçне хупиччен хăйĕн çемйине мĕнле вилни çинчен пĕлтерме ыйтать.

Тăшман самолетсем çинчен листовăксем пăрахнă, хăй енне куçма йыхравланă. Анчах пирĕн салтаксем Тăван çĕршыва сутман, Лаврентий Васильевич та тăшмана çывăх вăхăтра çĕнтерессе шаннă, унпа пур енлĕн кĕрешнĕ.

1943 çулта Курск пĕккинчи çапăçусене те хутшăннă вăл. Каярах Лаврентия 1-мĕш Украина фрончĕн 998-мĕш артиллери полкне куçарнă. Пирĕн салтаксем фашистсене Хĕвел анăç еннелле хăвалама пуçланă. Васильев артиллерист Тернополь облаçĕнче

тăшман танкĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулнă. Пĕр танкне персе лектернĕ, 18-шĕ каялла чакнă. Çакăншăн ăна Паттăрлăхшăн медаль парса чысланă. 1945 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Германи çĕрĕ çинче 2 самоходкăна тата 20 фашиста пĕтернĕ. Çакăншăн вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕнĕ.

Шел пулин те, Лаврентий Васильевич Рейхстаг çине алă пусайман. Берлин операцийĕ пуçлансан вăйлă аманнă, гос- питальте çур çул сипленнĕ хыççăн ноябрь уйăхĕнче кăна киле çитнĕ.

Икĕ шăллĕ Федор тата Адриан вăрçăра пулнă. Хĕветĕр тăшман ункине лекнĕ, вĕсене Германие тыткăна илсе кайнă. 1945 çулта вĕсене Америка салтакĕсем тыткăнран хăтарнă.

Андриан 1942 çулта вăрçа кĕнĕ. Днепр шывĕ урлă каçнă чухне 600 салтакран 12-шĕ çеç чĕрĕ юлнă. Çак йышра пирĕн ентеш те пулнă. Вăл тăшмана хирĕç Украинăн иккĕмĕш фронтĕнче çапăçнă. Сталинград, Киев, Тернополь, Прага хулисене фашистсенчен хăтарнă çĕре хутшăннă.

Çак салтаксене эпĕ, Шаккăл кинĕ, пурне те паллатăп. Вĕсем маншăн çывăх çынсем. Васильев Лаврентий Васильевич _ манăн хуняçа. Çулсеренех, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, масар çине кайса паттăр салтаксен вил тăприйĕсене тирпейлетпĕр, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав тăватпăр.

Светлана ВАСИЛЬЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *