Кӑҫал Шупашкарта «Вилӗмсӗр полк» акци онлайн мелпе мар, ытти чухнехи пекех иртӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, пулӗ.
Акцие хутшӑнакансене ҫав кун Наци вулавӑшӗ умӗнче 11 сехетре кӗтеҫҫӗ. 12 сехет те 20 минутра утма тытӑнӗҫ.
«Вилӗмсӗр полк» акцие ҫав вӑхӑтрах онлайн майпа та хутшӑнма пулать. Ҫакна тума питӗ ансат. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑвансен сӑнӳкерчӗкне 2025.polkrf.ru сайта е «ВКонтакте», «Одноклассники» урлӑ кӗртмелле. Паттӑр пирки кӗскен ҫырса кӑтартма та манмалла мар. Ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен тумалла.
Акцие хутшӑнни – паттӑрсене тав туниех.

