Аслă Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне Канаш тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем «Çĕнтерÿ маршручĕпе» çула тухнă. Çакна тума вĕсене автоклуб пысăк пулăшу кÿнĕ. Çак патриотла акци çинчен округ администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Вероника Павлова каласа парать:
— Пирĕн тĕллев, уяв умĕн, культура учрежденийĕ- сем çук ялсене çитсе килесси пулчĕ. Вырăнти артистсем автоклуб сцени çинчен вăрçă çулĕсенчи юрăсене шăрантарчĕç. Халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех упранса юлнă юрăсене, Çĕнтерÿ концертне курма пуçтарăннă ял-йыш та, пĕр саслăн юрларĕ. Ватăсен куçĕсенче куççулĕ палăрчĕ. Çак юрă-кĕвĕ «вăрçă ачисене» ĕлĕкхи йывăр çулсене тавăрчĕ, хаяр вăрçа Аслă Çĕнтерÿпе вĕçлеме пултарни вара кашнин чун-чĕ-ринче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Артистсене çынсем кашни ялтах тав туса тата ăшă кăмăлпа ăсатрĕç.