Канаш тăрăхĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван чĕлхесĕр — чăн-чăн пĕлÿ çук» фестиваль иртнĕ. Унта Чакаç шкулĕнче вĕренекенсем те хастар пулнă. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе шкулта чăваш чĕлхипе литературине ертсе пыракан Людмила Петрова паллаштарать:
— Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттеркен фестивале эпир çулсеренех хастар хутшăнатпăр. Унпа килĕшÿллĕн йĕркелекен вăйă-конкурса вара чылай малтан хатĕрленме пуçлатпăр. Çакă пире кашнинчех курăмлă çитĕнÿсем тума май парать. Фестивальре, çĕнтерÿçĕсемпе призерсем, пирĕн шкултан кăçал та йышлăн пулчĕç. «Ялан янра, тăван чĕлхе!» сăвă конкурсĕнче Снежана Афанасьева пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. «Аслă Çĕнтерÿшĕн» сăвă вулавĕнче Петр Гавриловпа Константин Дмитриев палăрчĕç, вĕсен пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсем. «Манман-ха вăрçă суранне, асра тытатпăр паттăрсен ятне» темăпа çырнă сочиненисен конкурсĕнче Даниил Михайлов иккĕмĕш пулчĕ. «Константин Иванов — чăваш поэзийĕн классикĕ» сăмахкаçмăшсен конкурсĕнче Софья Патшина ĕçне виççĕмĕш вырăн парса хакларĕç.