2025 çулта Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсене патшалăхран 5 миллиард ытла тенкĕ пулăшу килĕ.
Çакă çĕрсен пулăхлăхне, тухăç пахалăхне ÿстерме пулăшĕ. «Тухăç пахалăхне ÿстерес тесе май пур таран тăрăшăпăр», – тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри уй-хирти лару-тăрупа паллашнă май.
Хальхи вăхăт тĕлне республикăра çурхи культурăсене çĕр пин ытла гектар çинче акнă.

