Шупашкарта «Ĕç сыхлавĕ тата хăрушсăрлăх» енĕпе республика шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унта Канаш тăрăхĕнчи предприятисемпе учрежденисен представителĕсем те хутшăннă.
Конференцире çавăн пекех, республикăра ĕç хăрушсăрлăхĕ енĕпе йĕркеленĕ, конкурса та пĕтĕмлетнĕ. Канашри медицина центрĕ тĕп хуларан виççĕмĕш вырăнпа таврăннă. Халĕ сиплев çуртĕнче ĕç хăрушсăрлăхне тытса пыраканс специалист Лилия Соркина сăмах илет:
– Шупашкара кайиччен эпир маларах муниципалитет шайĕнчи конкурса хутшăнтăмăр. Канашри медицина центрĕ пилĕкçĕр ытла çын тăрăшакан учрежденисен хушшинче тупăшрĕ. Эпир, ĕç вырăнĕнче ĕç хăрушсăрлăхне тытса пыракан специалистсем, хаклав комиссийĕ умне ятарлă документсем тăрат- рăмăр. Вĕсене шута илнĕ май пире кашнине баллсем шутласа пачĕç, предприятисен ятарлă рейтингне туса хатĕрлерĕç. Муниципалитет шайĕнчи конкурсра Канашри медицина центрĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çакă, пире, хамăр ăсталăха республика шайĕнче кăтартса пама май туса пачĕ. Унтан эпир виççĕмĕш вырăнпа таврăнтăмăр.

