Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Пултарулăх фестивалĕнче палăрнă

Пултарулăх фестивалĕнче палăрнă

Шупашкарта эстрада юррин Раççей шайĕнчи «Кĕмĕл сасă» фестиваль иртнĕ. Кăçалхипе ăна 26-мĕш хут йĕркелнĕ. Юрă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе тĕп хулари Туслăх çуртĕнче паллаштарнă. Вĕсен йышĕнче Маяк каччи Андрей Алексеев та пулнă. Вăл «Хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç» ята тивĕçнĕ:

– Эпĕ юрă-кĕвĕпе мĕн ачаранах туслă. Çак ăсталăха, вăхăтра асăрхаса манра аталантарса пынăшăн, Канаш хулинчи 8-мĕш номерлĕ ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлекен Елена Николаевнана тав сăмахĕ калатăп. Утренниксенче илемлĕ номер лартса пама, хулари Культура керменĕн пысăк сцени çине тухма пире, пĕчĕкскерсене, уйрăмах тăрăшса хатĕрлетчĕ. Тăрăшни вара чăн та сая кайман. Шкула пĕрремĕш класа кайсан, хулара ирттернĕ пултарулăх конкурсĕнче, велосипед çĕнсе илтĕм. Ку манăн пурнăçри пĕрремĕш чи пысăк парне пулчĕ. Çакă вара хамăн пултарулăха малалла тата та аталантарса пыма хистерĕ. Пурнăçăма та культура ĕçĕпех çыхăнтартăм. Хальхи вăхăтра эпĕ Çĕнĕ Шелттемри культура çуртĕнче массăллă мероприятисен режиссерĕ пулса тăрăшатăп. Ĕçтешĕмсем хистенипе тата чун-чĕ- ре туртнипе тĕрлĕ шайри конкурс-фестивале тăтăшах хутшăнатăп. Вĕсенче хамăн пултарулăха пур енлĕн кăтартса пама тăрăшатăп.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *