Канаш тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕ республика шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ. Çак пĕрлешĕве вунă çул ытла Зоя Николаева ертсе пырать. Вăл Канаш тăрăхĕнчи пĕрлештернĕ клуб системинче методикăпа информаци пайĕн ертÿçи пулса тимлет.
– Канаш тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн йышне икĕ пысăк ĕç коллективĕ кĕрет. Пĕрисем – пĕрлештернĕ библиотека системинче, теприсем вара, çав мелпех йĕркеленнĕ, клуб системинче тăрăшаççĕ. Çак туслă ушкăнсенче вăй хуракансем, пурте тенĕ пекех, профсоюз пĕрлешĕвĕнче тăраççĕ. Пилĕк çул хушшинче профсоюз комитечĕ хăйĕн хастарĕсем валли 15 лару ирттернĕ, 36 çынна ведомствăн республика шайĕнчи Хисеп грамотисем парса чысланă. Професси тата ытти уяв кунĕсенче профсоюзра тăракансем валли савăнăçлă мероприятисем йĕркелесе ирттернĕ, тĕрлĕ хулана экскурсие илсе тухнă. Культура отраслĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем çинчен те манман. Çынсен ĕç прависене тивĕçлĕ хÿтĕ-ленĕшĕн тата профсоюз юхăмĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, Канаш тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕ кăçал республикăра 1-мĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илме тивĕç пулчĕ. Хам енчен çакна палăртса хăварас килет, çак курăмлă çитĕнÿре, профсоюзăн вырăнти пĕрлешĕвĕнче тăракан кашнин витĕмлĕ тÿпи пысăк.

