Воскресенье, 16 августа, 2026
Главная > Публикации > Теплоходсен шучĕ ÿсĕ

Теплоходсен шучĕ ÿсĕ

Сĕнтĕрвăрринче кăçал 6 хут ытларах теплоход йышăнма палăртнă.

Пирвайхи хăнасене «Александр Пушкин» илсе çитернĕ.

Туристсене суйламалăх хулара 5 маршрут йĕркеленĕ. Çул çÿревçĕсене уйрăмах кăсăк- лă та илĕртÿллĕ вырăнсемпе 16 экскурсовод паллаштарать.

Пĕлтĕр хулара 11 лайнер чарăннă пулсан, кăçал 60 теплоход кĕрсе тухмалла. Причал тусан харăсах шыв тăрăх çÿрекен 2 транспорта йышăнма май пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *