Аслă Çĕнтерÿ уявне халалласа эпир Мăкăр ял клубĕнче уяв каçĕ ирттертĕмĕр. Уява «Çĕршыва хÿтĕлеме пулăшнă юрăсем» ят патăмăр.Совет халăхĕ хаяр кĕрешÿре тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, тыл ĕçченĕсем çĕр çывăрмасăр ĕçленĕ. Ученăйсем çĕнĕ хĕç-пăшал кăларнă, заводсенче тата фабрикăсенче ачасем ырми-канми вăй хунă.
Çĕнтерĕве туптама юрăсем те пулăшнă. Эпир хамăр патăмăрта йĕркеленĕ уявра çакăн пек юрĕсене шăрантартăмăр: «От героев былых времен», «Огонек», «В землянке», «Бьется в тесной печурке огонь», «Катюша» тата «День Победы». Вăрçă вăхăтĕнче çуралнă юрăсем салтаксене хавхалантарнă, пысăк хуйха тарăннăн ăнланма пулăшнă. «Священная война» юррăн икĕ йĕрки кăна мĕне тăнă, ?Не смеют силы темные над родиной летать, поля ее просторные не смеет враг топтать/.
Юрату, шанчăк çинчен хывнă юрăсем тăван халăха йывăрлăхра хавхалантарнă. Уйрăмах «Темная ночь», «Огонек», «В землянке» юрăсем палăрса тăнă.
«Огонек», «Эх, дороги» юрра пире хамăрăн ентеш Дмитрий Кузьмин юрласа пачĕ. Уяв каçĕн-че «Вечер на рейде», «В землянке» юрăсем мĕнле çурални çинчен «Туслăх» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Вероника Иванова аса илтерчĕ.
«В землянке» юрра «Туслăх» фольклор ушкăнĕ шăрантарчĕ. Эпир «Катюша» юрра аса илтĕмĕр, пĕрле хаваслăн юрларăмăр. Хаяр орудине те «Катюша» ят панă-çке.
Вăрçăра пуç хунă паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăтăмăр.
Уяв «День Победы» юрăпа вĕçленчĕ. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ирттернĕ уяв патриотизм туйăмне çирĕплетет. Çавăнпа та пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, ачасене, мăнуксене Аслă Çĕнтерÿ çинчен манма парас марччĕ!
Вероника ИВАНОВА

