Вăрçă çулĕсенче никам та çăмăл пулман: арçынсене те, хĕрарăмсене те, ачасене те. Пурте çĕршыв ирĕкĕшĕн, этем телейĕшĕн çапăçнă, ĕçленĕ. Арçын-салтаксемпе пĕрле хĕр салтаксем те Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тăхăр хĕр тухса кайнă. Вĕреннĕ хыççăн кам радистка, кам зенитчица, кам медицина сестри пулса çапăçăва кĕнĕ. Кашнин ячĕ-шывĕ асра, чыс-хисепре.
Акă вĕсем: Надежда Ивановна Чернова, Ксения Тимофеевна Жукова, Марфа Васильевна Евстафьева, Апполинария Тарасовна Тарасова, Марфа Егоровна Егорова, Елена Федоровна Никитина, Екатерина Григорьевна Федорова, Анна Александровна Александрова, Татьяна Петровна Федорова.
Эпĕ Хамăн тăванăм, анне йăмăкĕ Ксения Тимофеевна çинчен çырса парасшăн. Унăн вара икĕ вăрçă витĕр тухма тивĕн.
Ксения Тимофеева Жукова ?хĕр чухнехи хушамачĕ Вуколова/ 1918 çулта Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Çемьере виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр ÿснĕ, вăл вара чи кĕçĕнни пулнă. Шкул пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ, ĕçлеме те пуçланă. Вăрçă тухсанах виçĕ пиччĕшне те фронта ăсатнă. Захар Тимофеевич вăрçăн малтанхи уйăхĕсенчех хыпарсăр çухалнă. Макар Тимофеевич 1943 çулта йывăр аманса яла килнĕ, шкулта истори предметне вĕрентнĕ. Никита Тимофеевич икĕ вăрçăра пулса чĕрĕ-сывă таврăннă.
1942 çулта Ксения Тимофеевна повестка илет. Арçынсем пекех хĕрсем те алшăллисем çакса салтак юрри юрланă, тутăр сулса ял-йышпа сывпуллашнă. Берлина çитиччен мĕн-мĕн курман, тÿсмен-ши вăл; Шкулта ĕçленĕ май эпĕ ăна яла кашни килмессеренех ачасемпе ирттерекен тĕлпулусене чĕнеттĕм. Хĕрсен фронт- ри туслăхĕ, Чăваш Енри тăванĕсемпе тĕл пулма ĕмĕтленни, çамрăклăх, Çĕнтерĕве шанни _ кашни кун тĕл пулакан вилĕме, куççуле, нуша-терте çĕнтерме пулăшни çинчен калатчĕ.
Çĕнтерĕве Ксения Тимофеевна Берлинта кĕтсе илнĕ. Савăннипе, ырă-сывă юлнипе юрламан юрă, ташламан ташă юлманччĕ хĕрсен тетчĕ. «Кашни кун савăнăç, çуркунне, юрату, ĕмĕтсем _ пуçларăмăр хитреленме. Таçтан сăрланмалли-кăтраланмалли, тăхăнмалли тупăнчĕ. Каччисем мĕнле паттăр, кăкăрĕсем тулли орден-медаль, хальччен çаксемпе киленме вăрçă чăрмантарнă вĕт», _ култарса та илетчĕ тăванăм.
«Темиçе уйăхран хĕрсене киле ярасси çинчен сăмах тухрĕ, приказ та пулчĕ. Вырăс каччипе Володя Жуков- па туслăччĕ эпĕ, çар çынни, майор. Поездпа Мускавалла çул тытрăмăр, вара пурте килсене саланатпăр. Эпир Володьăпа малтан Чăваш Ене, кайран ун атне кайса тăвансемпе паллашас тесе шутлаттăмăр. Пулмарĕ, пирĕн поезд чарăнмасăрах Мускав витĕр вĕçтерсе тухса кайрĕ. Владивостока çул тытрĕ. Хĕрсем вĕт: ларса та, тăрса та, выртса та тăраниччен макăрса çитрĕмĕр тепĕр вăрçа. Анчах эпир çар çыннисемччĕ, çĕршывшăн çирĕп тăма сăмах патăмăр. Володя Жуков мана качча тухма сĕнчĕ, эпĕ килĕшрĕм: юратас, пурăнас килетчĕ. Çакăн пек туйсăрах, шурă кĕпесĕрех пĕрлешме ĕмĕтленнĕ-и вара хĕрсем; Юрать вăрçи нумая пымарĕ, сывă юлтăмăр», _ çапла аса илетчĕ çамрăклăхне Ксения Тимофеевна.
Çар çынни пулнă май упăшкине Владивостокрах хăварнă. Ксения аппа та юлнă, госпитальте ĕçленĕ. Эпĕ те ăна ыйту панăччĕ: «Ксения Тимофеевна, хăвăр пурнăçри чи-чи телейлĕ саманта аса илĕр-ха». Шкул ачисем умĕнче Çĕнтерÿ кунĕ, сывă юлни, орден-медальсемпе чыслани тесе калать пуль тенĕччĕ. Вăл вара çапла каларĕ: «Манăн пурнăçри чи телейлĕ самант _ алла ача тытни. 1947 çулта хĕрача çуратрăм _ вăл манăн вăрçă витĕр тухнă юрату, паттăрлăх, чыс-хисеп, Çĕнетрÿ пулчĕ». Икĕ хĕр çитĕн-терчĕç _ Алла тата Галя. Чăваш Ене вĕсем час-часах килсе каятчĕç, упăшки ялан çар тумĕпеччĕ, ачисем пукане пек тумсемпе. Ксения аппа кашни çырăвĕпех сăн ÿкерчĕксем ярса пама юрататчĕ, шкулпа хаваспах çыхăну тытнă. Шел, Ксения Тимофеева вилни те чылай пулчĕ, анчах тăванĕ- семшĕн вăл ялан асра, чыс-хисепре, унăн çутă сăнарне ял-йыш та манмасть. Тĕрлĕ сăмах хушшинче пурăннă пулсан та, килмессерен кĕрекере тап-таса чăвашла юрă юрлатчĕ, пи- рĕнпе сывпуллашатачĕ:
«Çÿлте кулюкка вĕçнĕ чух
Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ.
Эпир ÿссе çитнĕ чух
Самани пулчĕ пит тертлĕ».
Елена ГЕОРГИЕВА,
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ

