Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Катюша» юрра чӑвашла та шӑрантарнӑ. Пенза облаҫӗнчи чӑваш хӗрӗсем ӑна шӑпах чӑвашла юрлаҫҫӗ.
Ҫак йышра: Кристина Мефодьева, Татьяна Щербакова, Виктория Сенькина, Ольга Грудкина. Вӗсем – Пенза тӑрӑхӗнчи чӑвашсен культурине, йӑли-йӗркине тата чӗлхене упраса хӑварас енӗпе йӗркеленӗ «Эткер» организаци хастарӗсем.

