Среда, 18 ноября, 2026
Главная > Публикации > Çурт тăррине юсаса пулăшнă

Çурт тăррине юсаса пулăшнă

Çурхи çанталăк кăмăлĕ вылянчăк, çавна май республикăра вăхăт-вăхăтран çил хуçаланать. Кассăн-кассăн вăйланса вĕрекенскер йывăç тураттисене хуçать, çурт тăррисене сирет тата ытти те. Çут çанталăкăн курăнми вăйĕ Энтриялĕнче пурăнакан вăрçă ачине Александра Кузьминана та шар кăтартнă. Ăна «Çĕнтерÿ волонтерĕ» Егор Сидоров пулăшу кÿнĕ:

– Эпĕ Энтриял шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренетĕп. «Çĕнтерÿ волонтерĕсен» ушкăнĕн- че  2022-мĕш çултанпа тăратăп. Эпир хамăр туслă йышпа аслă ÿсĕмри ял-йыша яланах пулăшма хатĕр. Шкултан таврăннă чухне, кÿр- шĕре пурăнакан Александра Григорьевна, хăйĕн çурчĕн тăрри çине питĕ пăшăрханса сăнанине асăрхарăм. Вăйлă çил унăн çивиттине хăпартнă иккен. Пĕр тăхтаса тăмасăрах киле кайса пусма тата ытти кирлĕ хатĕрсем илсе килтĕм. Кĕске вăхăтра çивиттине тăрă çумне каялла çирĕплетрĕм. Пирĕн – çитĕнекен ăрун, вăрçăн асапĕпе тертне тÿссе ирттернĕ ялти хисеплĕ ватăсене пулăшса пырасси – сăваплă тивĕç тесе шутлатăп. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *