Среда, 18 ноября, 2026
Главная > Публикации > Çĕнтерÿпе таврăннă

Çĕнтерÿпе таврăннă

Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинче «Çĕнтерÿçĕсем валли марш» уçă конкурс иртнĕ. Унта çĕршыври тĕрлĕ регионтан 39 команда хутшăннă. Çак йышра Ухман шкулĕн кадечĕ- сем те пулнă. Вĕсем Мускав облаçĕнчен пĕрремĕш вырăнпа таврăннă. Ачасене ăмăртăва кадет класĕсен ертÿçи Вячеслав Федоров хатĕрленĕ. Халĕ ăна сăмах паратпăр:

– «Çĕнтерÿçĕсем валли марш» конкурса Мускав правительстви çулсеренех йĕркелесе ирттерет. Унта Мускав хулипе облаçĕнчи çамрăк армеецсем йышлăн хутшăнаççĕ. Çĕршывăн ытти регионĕ- сенче пĕлÿ пухакан кадетсем те, вĕсемпе тан, хăйсен ăсталăхне кăтартса парас енĕпе пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Пирĕн шкулти «Шторм» ушкăн, вăл çиччĕмĕш тата саккăрмĕш классенче вĕренекенсенчен чăмăртаннă, çак конкурса иккĕмĕш хут хутшăнчĕ. Пĕлтĕр те, кăçал та унтан пĕрремĕш вырăнсемпе таврăнчĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекен Анастасия Михайлова вара, Калашников автоматне кĕске вăхăтра салатса пуçтарас енĕпе, уйрăм зачетра чи лайăх кăтартупа палăрчĕ. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *