Понедельник, 15 июня, 2026
Главная > Публикации > Ĕç династийĕнче – 19 педагог

Ĕç династийĕнче – 19 педагог

Чăваш Енре ĕç династийĕсене чысланă. Пысăк хисепе тивĕçнĕ хастарсен йышĕнче Канаш тăрăхĕнчи Ефимовсен туслă çемйи те пулнă. Вĕсем хăйсен пурнăçне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă. Халĕ Вырăскас Пикших шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература предметне ертсе пыракан, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Роза Тихоновна сăмах илет:

– Пирĕн, Ефимовсен çемйин, педагогикăри пĕтĕмшле  ĕç стажĕ 566 çулпа танлашать. Çак династире – 19 педагог. Вĕсенчен виççĕшне «Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа чысланă. Педагогсен династине манăн мăшăрăн ашшĕ Василий Ефимович пуçарса янă. Упăшка Владимир Васильевич хальхи вăхăтра хулари 7-мĕш шкулта физика учителĕ пулса ĕçлет, унччен маларах Вырăскас Пикших шкулне 20 çул хушши ăнăçлă ертсе пычĕ. Вăл директор пулса ĕçленĕ тап- хăрта, 2020 çулта Раççейре ирттернĕ чи лайăх шкулсен конкурсĕнче палăртăмăр. Унта çĕршыври 29 пин шкул хутшăнчĕ, эпир чи лайăх пин шкул йышне лексе çĕнтерÿçĕ ята тивĕçлĕ пултăмăр. Çакăн хыççăн мăшăрăм ятне «Раççейĕн чи лайăх çыннисем» çĕршыв энциклопедине кĕртсе хăварчĕç. Эпир пурте педагогикăри тĕрлĕ ене суйласа илнĕ. Анчах та тĕллевĕмсем пирĕн пурин те пĕр – çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парса вĕсенчен çĕршыва юрăхлă çынсем тăвасси.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *