Сӗнтӗрвӑрринче чӑваш наци апачӗн «Вкусы Чувашии» фестивалӗ иртнӗ.
Кулинарсен ӑмӑртӑвне хутшӑнакансен сӗтелӗсем тӗрлӗ апатпа йӑтӑнса тӑнӑ.
17 ушкӑн хушшинче тӗпелти маттурлӑхӗпе Йӗпреҫ ушкӑнне ҫитекен пулман. Хаклӑ ҫынна кӗтсе илнӗ чухне ҫӑкӑр-тӑвар ялан малта. Хуҫин тараватлӑхӗ тулӑх сӗтелре те палӑрать.
Регион ертӳҫи Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек фестивальсем ирттерни те туристсене хамӑр тӑрӑха илӗртме пулӑшать.

