Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм ватлӑхра инвестор пулас тенӗ.
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ та криптовалюта сутса укҫа тума май пуррине ӗнентернӗ. Ун валли укҫана ятарлӑ счет ҫине хывма сӗннӗ. Укҫа тесен ватӑ ҫын ҫунатланса кайнӑ. Телефона мобильлӗ приложени вырнаҫтарнӑ та ун урлӑ темле счет ҫине 1,5 миллион тенкӗ укҫа куҫарса панӑ.