Юнкун, çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Канаш тăрăхĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информушкăн хастарĕсем çынсемпе тĕл пулса яланхиллех пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăва сÿтсе явнă.
Тĕп темăсем – вĕренÿ отраслĕнчи кăтартусем, ачаллă çемьесене регион кÿрекен пулăшусем, Чă-ваш Енре «Пушкин картти» федераллă прект пурнăçа кĕни, çуллахи тапхăрта çынсене шыв объекчĕ– сенче хăрушсăрлăх кÿресси тавра пулнă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе пĕрлехи тĕл пулăва хутшăннă çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.