Пятница, 17 июля, 2026
Главная > Публикации > Купăста 10 гектар çинче çитĕнет

Купăста 10 гектар çинче çитĕнет

Пирĕн округра пахча-çимĕç туса илессипе икĕ хуçалăх ăнăçлă ĕçлет. «Канмаш» агрофирма ĕçченĕсем сухан çитĕнтереççĕ, Олег Шпаков фермер вара – купăста. Ял хуçалăх ăстисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех, округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Виктор Васильев каласа парать:

– Кăçал, Канаш тăрăхĕнче, пахча-çимĕç уйĕсем 40 гектар йышăнчĕç. Вĕсенчен 20 гектар лаптăк çинче – сухан, тепĕр 10 гектарĕ çинче купăста çитĕ-нет. «Канмаш» агрофирма ĕçченĕсем сухан лартса хăварас ĕçе ака уйăхĕнчех вĕçлерĕç. Чăмăр сухан туса илмелли уйсемпе пĕрлех вĕсем 10 гектар çинче «чернушка» та акса хăварчĕç. Олег Шпаков фермер купăста калчисене çак кунсенче уя тухса лартрĕ. Ку çимĕç Сиккасси салин уйĕсенче кăçал та вунă гектар ытла йышăнчĕ. Вĕсен хушшинче – ир пулакан, вăтам тата кая юлса çитĕнекен ултă тĕрлĕ сорт. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *