Шупашкарти кӳлмекре вырнаҫнӑ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне паян, ҫу уйӑхӗн 23-мешӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Аса илтеретпӗр, акан 25-мӗшӗнче вӑл тест режимӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ.
Музей лаптӑкӗ – 250 тӑваткал метр. Шалта тӗрленӗ картта. Унӑн тӑршшӗ – 7 метр, сарлакӑшӗ – 3 метр. Музея тума «Нептун» организаципе контракт тунӑ. Кайран медиаэкрансем валли тата тепӗр 20 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Музея тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ. 7 ҫул тултарманнисене вара – тӳлевсӗрех.