Тӗп хулара пурӑнакан 55 ҫулти арҫын мотоцикл туянма ӗмӗтленнӗ. Интернетра ҫавӑн пек пӗлтерӳ курсан унта кӑтартнӑ номерпа васкасах шӑнкӑравланӑ.
Сутуҫӑ тӗплӗнрех мессенджерта сӳтсе явма сӗннӗ. Мотоцикл туянас ӗмӗтлӗ арҫын документсене тишкернӗ. Унтан лешӗ ӑна укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Шупашкар ҫынни 72 пин тенке куҫарса та панӑ.
Калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра тавар килменрен арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.