«Канаш ен» хаçат Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттерекен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне çулсеренех хутшăнать. Пичет кăларăмĕ çак конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕнче çĕнтерсе ятарлă страница урлă сире çулталăк çаврăмĕпех интереслĕ те кăсăклă материалсемпе паллаштарса тăрать.
Кăçал «Канаш ен» хаçат асăннă конкурсра каллех çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Хальхинче пичет кăларăмĕн страницисенче «Халăх пуçарăвĕ ял-хулана хăтлăлатма май парать» темăна туллин уçăмлатăпăр. Çак тĕллевпе округ администрацийĕнче тăрăшакан специалистсемпе, ял территорийĕсен ертÿçисемпе, ял старостисемпе тата пуçару ушкăнĕсемпе тĕл пулса калаçăпăр.
Палăртмалла, кăçал пурнăçа кĕртмелли проектсене пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнчех йышăнса хă– варнă пулнă. Канаш енре малтанласа çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлте– рĕшлĕ çĕре яхăн проекта ĕçе кĕртмелле, вĕсен пĕтĕмĕшле сумми икçĕр миллион ытла тенкĕ– пе танлашать. Укçа-тенкĕн пĕр пайне халăх пуçтарса парать.
Вырăнти хастарсен конкурс витĕр тухнă пуçарăвĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем ялта пурăнакан кашни çынна тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Çавна май чылай проекта конкурс комиссийĕ ырласа йышăнса «симĕс çутă» парать.
Халăх суйласа илнĕ проектсен пĕлтерĕшĕ вара чăнласах та пысăк. Калăпăр, хăш-пĕр ялта çынсем кĕрлĕ-çурлă урамсене кĕрсе тухаймаççĕ. Çул çуккипе инкек пулнă вырăна çăлавçăсемпе медицина ĕçченĕсем те вăхăтра çитеймеççĕ. Вырăнти пуçару мелĕпе çак çивĕч ыйтăва округри чылай ял-салара татса панă та ĕнтĕ. Ял хастарĕсем пуху йĕркелесе хăйсен пуçарăвĕпе вырăнти территори пайне тухаççĕ. Унта ятарлă документаци хатĕрлесе халăх ыйтăвне округ администрацине илсе çитереççĕ. Ытти ялсенчен килнĕ пĕлтерĕшлĕ проектсемпе пĕрле çак пуçару Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине каять. Конкурс комиссийĕ витĕр тухнă хыççăн çулталăк вĕçлениччен ĕçе кĕрет.
Çак мелпе ялта пурăнакансем çăлсене тасатаççĕ, ача-пăча лапамĕсем йĕркелеççĕ, спорт площадкисем уçаççĕ, масар çинче çурт лартаççĕ, вĕсем тавралла карта тытса çавăраççĕ, çырмасемпе юхан шывсем урлă кĕперсем хываççĕ, кÿлĕсене тарăнлатаççĕ, пушар машини валли ятарлă пирс ăсталаççĕ тата ытти те.
Паянхи кăларăмра иртнĕ çулта ниме бюджечĕн вăйĕпе Çеçпĕл ялĕнчи паркра реконструкцин пысăк калăпăшлă ĕçне туса ирттерни çинчен каласа кăтартăпăр. Палăртнă ĕçсем мĕнлерех пулса пынине сăн ÿкерчĕк– сем те тÿрремĕнех уçăмлатса парĕç. Тĕплĕ юсава пирĕн ентеш, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă пулнă. Асăннă парка йĕркене кĕртме тăватă миллион тенкĕ укçа тăкакланă. Унăн пĕр пайне вырăнта пурăнакансем пуçтарса панă. Çавна май проекта хатĕр-ленĕ чухне çеçпĕлсен шухăш-сĕнĕвне те тĕпе хунă. Строительсем паркра брусчатка сарнă, çутă хатĕрĕсем вырнаçтарнă, çĕнĕ саксемпе урнăсем те хăйсен вырăнне тупнă. Пысăк калăпăшлă проект пурнăçа кĕрсен, унăн илемне поэтăн юбилейне паллă тума килнĕ хăнасем тивĕçлипе курса хаклама пултарнă.
Чăваш Енре çулталăк вĕçĕнче вара округсенчи йĕркене кĕртнĕ чи лайăх вырăнсене палăртнă пулнă. Çак рейтинга Çеçпĕл ялĕнчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парк та кĕнĕ. Вăл асăннă хаклавра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак çитĕнĕве вырăнта пурăнакан хастарсемпе çут çанталăк тусĕсем тăрăшнипе тивĕçме май килнĕ. Çĕнтерÿçĕ Дипломĕсене Экологи çулталăкне официаллă лару-тăрура хупнă кун панă.
– Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парка вырăнта пурăнакансем пуçарнипе 1969 çулта йĕркелесе янă. Унти улмуççисене те кăвар чĕреллĕ поэтăмăр çуралнăранпа 70 çул çитнĕ тĕлех лартса хă– варнă пулнă. 80-мĕш юбилейлă дата тĕлне Çеçпĕл ялĕнче музей çĕкленнĕ. 100 çул тĕлне «Çеçпĕл Мишшин Тăван ен» асăну комплексĕ йĕркеленнĕ. Ăна 2001 çулхи çу уйăхĕнче уçнă. Çак комплекс йышне Çеçпĕл Мишши музейĕ, ялти культура çурчĕ, вырăнти шкул, парк тата ытти паллă вырăнсем кĕнĕ. Вĕсем çулсем иртнĕ май çĕнелсе пыни питех те пĕлтерĕшлĕ. Мухтавлă ентешĕмĕрĕн тăван тăрăхне паллă çынсем тĕрлĕ вырăнтан курма килеççĕ. Историллĕ вырăнсем типтерлĕ пулни аякри хăнасене тивĕçлĕ шайра кĕтсе илме тата палăртнă мероприятисене çÿ-ллĕ шайра йĕркелесе ирттерме май парать. Çав тапхăрта Канаш тăрăхне ертсе пынă Сергей Михайлова çак пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕçе туса ирттерме пулăшнăшăн тав сăмахĕ калатпăр, – шухăшне палăртрĕ Çеçпĕл ял территори пайĕн ертÿçи Алексей Ананьев.
Артемий МЯСНИКОВ

