Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > «Ылтăн туйне» паллă тунă

«Ылтăн туйне» паллă тунă

Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăнакан Никитинсен туслă çемйи «ылтăн» туйне паллă тунă. 50 çул каялла çемье çавăрнă Владислав Александровичпа Светлана Зиновьевнана вырăнти ЗАГС пайне йыхравланă. Савăнăçлă уяв çинчен тĕплĕнрех ЗАГС пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Сергеева каласа парать:

– Владислав Александровичпа Светлана Зиновьевна шкулта вĕреннĕ чухнех туслă пулнă. Анчах та пурнăçăн анлă çулĕ çине тухсан вĕсен хушшинчи çыхăну вăхăтлăха татăлнă. Çамрăксем 1974 çулта юлташĕсен туйĕнче тепĕр хутчен тĕл пулнă. Çакăн хыççăн пĕр-пĕринчен уйрăлма вас– каман, тепĕр çултан – çу уйăхĕнче – хăйсем те туй кĕрлеттернĕ. Телейлĕ мăшăр пилĕк ача çитĕн– тернĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем сакăр мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Çемье пуçĕ токарьте ĕçленĕ. Мăшăрĕ ачасене шкулта математика предметне вĕрентнĕ. Уяв церемонийĕнче хаклă хăнасен хушаматне çемье юбилярĕсен хисеп кĕнекине кĕртрĕмĕр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *