Канаш тăрăхĕнче, иртнĕ эрнере, «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем вĕçленнĕ. Вĕсем виçĕ куна пынă. Кăçал унта пуçласа хулари шкулсем те хутшăннă. Вăйă кăтартăвĕсемпе, ачасен ăсталăхне хакланă саппасри майор, Алексей Ананьев паллаштарать:
– Кăçал «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалларăмăр. Унта округри шкулсенчен пĕтĕмпе 29 команда хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен ăсталăхне, ÿсĕм çулĕсене кура, виçĕ ушкăна пайланса кăтартса пачĕç. Финал вăййисем вĕçленнĕ хыççăн аслă ÿсĕмри çамрăк армеецсен «Орленок» тупăшăвĕнче Янкăлч шкулĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Вăтам ÿсĕмри «Зарницăра» Ухман шкулĕ мала тухрĕ. «Зарничкăра», унта чи кĕçĕннисем хăйсен çарти ăсталăхне туптама вĕренчĕç, Çеçпĕл шкулĕ палăрчĕ. Çавăн пекех çарпа спорт вăййинче лайăх кăтартусем тунă Шăхасан, Сиккасси тата хулари 8-мĕш номерлĕ шкулсене те уйрăммăн палăртса хăварас килет. Канаш тăрăхĕн чысне ресублика шайĕнче кăçал Янкăлч шкулĕн хастарĕ-сем хÿтĕлерĕç.

