Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Авалхи çăлкуçа хăтлăх кÿнĕ

Авалхи çăлкуçа хăтлăх кÿнĕ

Асхва ялĕнче пурăнакансем авалхи çăлкуçа хăтлăх кÿнĕ. Вырăнти çынсем унпа – 200 çул каяллах усă курма тытăннă. Шывне пусăран «тăрна» евĕр хатĕрпе ăсса кăларнă.

Тĕплĕ юсав хыççăн та, асхвасем, ĕлĕкхи механизма улăштарма васкаман, ăна çĕнетсе иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Музей евĕр экспонат, иртен-çÿрене тĕлĕнтерсе, хăйĕн ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçлать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *