Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ачасен çуллахи канăвне те пысăк тимлĕх уйăрнă.
Вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ май ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси малти вырăна тухса тăрать. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал хула тулашĕнчи, шкулсен çумĕнчи лагерьсенче, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисенче 73 пин ытла ача валли канса сывлăха çирĕплетмелли майсем туса парĕç. Уйрăм ушкăнсенчи – йывăр лару-тăрăва лекнĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансен, Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчен килнĕ, çул çитменнисен комиссийĕнче шутра тăракан ачасем валли ятарлă сменăсем йĕркелĕç.
«Солнышко» лагерьте «Воин» центр, «Звездочка» лагерьте «Орлята России», «Лидеры ученического самоуправления», «Навигаторы детства», «Бригантина» лагерьте «Движение первых» профильлĕ сменăсем уçăлĕç. Вĕсен ĕçне 1800 яхăн ача хутшăнĕ. Федерацин ачасен кану тата сывлăха çирĕплетмелли организацисене модернизацилемелли программăпа килĕшӳллĕн «Лесная сказка» санаторире тата «Звездный» лагерьте юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Министр пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен пысăк пайне пурнăçланă. Хула тулашĕнчи лагерьсенче 21 кун канмаллли путевка кăçал 22282 тенкĕ тăрать. Профильлĕ сменăри пĕр кун хакĕ – 1168 тенкĕ. Путевка туянмалли çăмăллăхсене пĕлтĕрхи шайрах сыхласа хăварнă. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне, министр пĕлтернĕ тăрăх, 319 кану организацийĕ (97,9 процент) санитари-эпидемиологи докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Медицина учрежденийĕсем лагерьсенче канакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăрĕç.

