Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Михаил Андреев питомникĕнче хурма çеçкене ларнă

Михаил Андреев питомникĕнче хурма çеçкене ларнă

Пĕр илĕртÿ пур манăн хамăр тăрăхри Сител ялĕнче. Кунти Михаил Андреевăн питомникне кĕрсессĕн чун савăнать, чĕре юрлать. Мĕнле кăна çимĕç йывăçĕ илем кÿмест пулĕ сад пахчине! Вĕсен шутне каласа та пĕтереес çук. Тĕрлĕ сăлтава пула Михаил Иванович патĕнче темиçе çул пулаймарăм, кăçал вара çитсе килес терĕмех.

Таврари паллă сад ăсти мана савăнăçлăн, телейпе çиçекен пит-куçпа кĕтсе илчĕ. «Пĕлетĕр-и, Василий Степанович, паян маншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ кун, _ терĕ вăл мана алă тытса сывлăх суннă сунманах. — Нихăçан çурăлса кăтартман культура пĕрремĕш хут çеçке çурчĕ. Паян ирхине сада тухрăм та, ман хурман икĕ сорчĕ те çеçкере! Иккĕшĕн те тата çурăлмалли папкисем темĕн чухлех. Ку тăрăхра кăнтăрта ÿсекен çак культурăна сад ĕрчетекенсем те, питомниксенче те лартса курман пулĕ. Мĕншĕн тесен ку кăнтăрти культура çеçке çурасса хам та шанман. Çимĕçĕ пулмасан та кулянмастăп, çеçке çурса кăтартнăшăн савăнатăп. Ăна ытти культурăсем çине сыпса çимĕçне ирĕкре памалла тăвас шанăç пур. Виçĕ çул иртет-и унта, е тăватă çул, çимĕçне тутанса пăхасса шанатăпах.

— Михаил Иванович, ку хурмасене эсир мĕнле йывăç çине сыпнă;

— Нимĕнле йывăç çине те сыпман, ку йывăçсене кăнтăртан илсе килсе лартнă. Пĕр икĕ çул вĕсене, сивĕ тивес- рен, витсе те усранă. Виçĕм çул хĕллехи сивĕсем 42 градуса та çитнĕччĕ, витмесĕрех хĕл каçрĕç.

— Кунти çанталăк условийĕсене хăнăхса пыраççĕ ĕнтĕ.

— Çапла. Анчах кун пек хăнăхни çителĕксĕр тесе шутлатăп. Йывăçа, ÿссе кайсассăн, хуплаймастăн вĕт-ха, çавăнпа ăна кунта ÿсекен йывăç çине сыпмалла. Сад ăстисене мĕн каласшăн эпĕ: эсир те кăнтăрти йывăçсене кунта ÿстерсе пăхăр, хăнăхтарăр кунти условисене. Кăнтăр çимĕçĕсене лавккара туяниччен килти сад пахчинчен татса кĕни мĕнле паха!

— Михаил Иванович кăçал хĕл питĕ ăшă пулчĕ, сивĕсем пулманпа пĕрех…

— Çапла. Февраль уйăхĕн- че йывăç кăларса пăхрăм та, юр айĕнче çĕр шăнманччĕ. Ку йывăçсемшĕн питĕ лайăх пулчĕ, мĕншĕн тесен, тымарĕ шăнмасан, вĕсем тăпраран пурпĕрех тутлăхлă япалана илеççĕ. Йывăçсем лайăх хĕл каçнă, çавăнпа питĕ вăйлă çеçке çураççĕ. Абрикоссем питĕ хитре çеçке çурса иртрĕç.

— Абрикос сорчĕсем чылай-и?

— Вуннă-вунпĕр те пур. Пурне те кунти çанталăк условийĕсене хăнăхтарса çитереймен-ха. Ултă-çичĕ сорчĕ çимĕç парать: «Брат краснощекого» ?ку сорта эпĕ Дагестанран илсе килнĕ/, «Десертный», «Подарок Северу» — кусем 2-3-мĕш çул çурăлаççĕ, «Эдельвейс», «Царский», «Фаина», «Ковалинский» — ку сортсене районланисенех туяннă, хам ĕçлемен. «Ковалинский» сорт хамăр республикăри Вăрмар районĕнчен. «Голд Рич», «Черный принц» _ ку сортсем çурăлса кăтартайман-ха. Садра пĕр вунă — вун пĕр сорт абрикос пулсан çителĕклĕ. «Голд Рич» — питĕ шултра сорт.

Районлама эпĕ кăнтăр культури чылай туяннă. Хăй вăхăтĕнче эпĕ, абрикоссăр пуçне, персик те, кизил та районланă. Халĕ хурмапа ĕçлетĕп. Гранатпа инжир манăн теплицăра ÿсеççĕ. Вĕсен вуллисем çитĕнсе çитеймеççĕ, çавăнпа ирĕкре çимĕç памалла тума пулмасть пулĕ тетĕп.

Вун пĕр тĕрлĕ мăйăр ÿсет питомникра: грек мăйăрĕ, Маньчжури мăйăрĕ, фундук, хура мăйăр, миндаль, каштан, кедр, кедрăн стланикĕ, кунти вăрман мăйăрĕ тата ытти те.

Иçĕм çырли тахçанах çимĕç парать, унпа халĕ халăха тĕлĕнтерейместĕн. Кăçал ман питомникра аллă ытла абрикос çеçке çурчĕ. Çынсем те ман пата çеçке çурнă абрикоссен сăн ÿкерчĕкĕсене, видео яра-яра параççĕ. Савăнăç вĕсен!

— Ытла нумаях та пулмасть-ха пирĕн таврана сивĕ килсе çапрĕ, юр та çуса илчĕ. Çак сивĕ çеçкене ларнă çимĕç йывăçĕсене сиен кÿмерĕ-ши;

— Çак сивĕ пирĕн пата çитиччен пĕр икĕ-виçĕ кун маларах абрикос çеçкисем çинче пыл хурчĕсем питĕ йышлăн ĕçлерĕç. Ун чухне абрикоссем шап-шурă çеçкереччĕ! Вĕсен шăркисем пĕтĕçленсе ĕлкĕрчĕç пулĕ тетĕп. Сивĕсем çитичченех çеçкисем тăкăнма пуçланăччĕ. Тата эпĕ çеçкене ларнă йывăçсене сивĕ тивесрен ЭПИН текен препаратпа та сапнăччĕ.

Кăçал манăн персик чылай çурăлнă, шарафуга…

— Ку мĕнле йывăç тата _ шарафуга;

— Шарафуга — çĕнĕ культура, вăл виçĕ çимĕç йывăçĕн хутăшĕ: сливăн, персикăн тата абрикосăн. Вăл унччен пулман. Эпĕ питĕ тĕлĕнтĕм, мĕншĕн тесен персикпа абрикоса пĕр-пĕрин çине сыпсан каймаççĕ. Слива вара вĕсене иккĕшне те йышăнать. Çимĕçне çисе курман-ха, Интернетра каланă тăрăх, тути персикăнни пек, тĕсĕ сливăнни пек, кăвак. Сливăран шултăрарах. Халĕ сливăн та шултăра сорчĕсем пур. Пĕлтĕр эпĕ слива йывăçĕ туянтăм, çимĕçĕ 160 грамм таран пулать, тесе çырнăччĕ. Ку питĕ пысăк çимĕç вĕт-ха! Тата манăн кăçал «Ред Кетти» ятлă улмуççи пĕрремĕш хут çеçкене ларчĕ. Çимĕçне çисе курман-ха. Улмин ăш-чикĕ арбузăнни пек хĕрлĕ тĕслĕ. Çанталăкĕ парсан кăçал тутанса пăхас шанчăк пур.

Кÿршĕллĕ Вăрнар районĕн- чен «Зарянка» ятлă улмуççи сорчĕ тупса килтĕм. Хуçи каланă тăрăх, унăн ăш-чикĕ кĕрен тĕслĕ. Ăна та сыпрăм-ха. Энтрияль шкулĕнчен панулмин хĕллехи сортне илсе килсе пачĕç. Улмине çисе пăхрăм та, тути питĕ чаплă. Ăна та сыпрăм. Ятне пĕлместĕп, кирлĕ пулсан определительпе пĕлме пулать.

Çимĕç йывăçĕсене апатлантарни питĕ пысăк усă парать. Кашни йывăçа хăйне кирлĕ удобренипе апатлантармалла. Халĕ «Шанс» фирма питĕ чаплă удобрени кăларать, «Микрополидок Плюс» ятлă, вăл шĕвĕ удобрени. Ун çинче 14 тĕрлĕ минерал. Сăмахран, йывăçа тимĕр çитмесен унăн çулçисем сарăхма пуçлаççĕ. Азот, марганец е ытти минерал çитменни йывăçа айванлатать.

— Михаил Иванович, сирĕн питомникра миçе тĕрлĕ йывăç ÿсет; Ăна шутламан-и;

— Прайс çинче манăн 30 тĕрлĕ йывăç кăна. Улмуççисем 80 тĕрлĕ сорт, грушăсем пĕр 60-70 сорт. Слива пĕр 10 сорт. Черешньăпа вишня та çавăн чухлех. Хура хурлăхан виçĕ тĕрлĕ, хĕрли те çавăн чухлех, шурри пĕрре кăна.

— Эсир мана пĕррехинче çапла каланăччĕ: «Питомника килекенсем ытти йывăçа ыйтиччен чăн малтан хура хурлăхана ыйтаççĕ».

— Халĕ те çапла. Кунта килекенсек каялла хурлăхансăр каймаççĕ. Ман хурлăханĕ те питĕ чаплă. Вишня пекех шултăра. Ăна пуçтарма та çăмăл.

Çырла лартса ÿстерместĕп, мĕншĕн тесен ăна кайăксем çисе яраççĕ. Ман пахчара кăвак чăрăшпа туя нумай вĕт-ха. Кашни йывăç çинче пилеш кайăкĕн виçшер — тăватшар йăви. Вĕсем эпĕ вăранса пахчана тухиччен çырлана веçех пуçтарса каяççĕ. Иргана та çавăн пекех. Çиччĕр, Турă кайăкĕ- сем вĕт. Вĕсем сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăна çу каçиччен тоннипе пуçтараççĕ.

Хурма çинчен каларăм ĕнтĕ маларах, Ăна районлас тĕллевпе кикен ?терн/, алыча, улмуççи çине сыпрăм. Израильте пĕр çын хурмана улмуççи çине сыпнă. Çимĕçĕ вара ытти хурмасенчен чап-лăрах тет. Хурми «Триумф» ятлă, пĕр-пĕр илес пулать-ха ăна. Эпĕ чылай шутласа çÿрерĕм: мĕнле-ха вăл семечковăй культура çине косточковăй сыпса генетикăна улталама пултарнă; Эпĕ çакна хам та туса курасшăн. Кăçал сыпрăм ĕнтĕ хурмана пĕр 20-30 улмуççи çине. Мĕнле пулать ĕнтĕ…

— Тавах сире, Михаил Иванович, питĕ интереслĕ калаçушăн. Сирĕн пархатарлă ĕçсем ăнса пыччăр.

Василий ЛАПИН

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *