Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнчӗ, «Раҫҫейӗн хальхи музыка карттипе» паллаштарӗҫ. Ҫакӑ регионсенчи юрӑ-кӗвӗпе киленме май парӗ.
Халӗ кашни регионта суйлав тап-хӑрӗ иртет, унта хӑш юрӑпа паллаштармаллине палӑратаҫҫӗ.
Чӑваш Енрен вара ку проекта Дмитрий Тетель композитор, саксофонист хутшӑнать. Вӑл чӑваш халӑхӗн виҫӗ юррине пӗрлештерекен музыка хайлавӗпе паллаштарӗ. Унта «Вӗҫ-вӗҫ, куккук», «Алран кайми», «Ташши, ташши» юрӑсем кӗнӗ.
Увертюрӑна шӑпах Республика кунӗнче итлеме май пулӗ те.

