Шупашкарти тата Етӗрнери ҫуртсен стенисем ҫине муралсем ӳкерме палӑртнӑ.
Унта ентешсен, Совет Союзӗн Геройӗсен сӑнӗсене ӳкерӗҫ. Ӗҫе Республика кунӗ тӗлне вӗҫлӗҫ. Етӗрнере Федот Орловпа Евсигний Пайгусов сӑнӗсене ӳкерӗҫ. Шупашкарти пӗр ҫурт стенине вара Александр Боголюбовӑн сӑнӗ илемлетӗ.
Ку – Анжелика Иванован проекчӗ. Унӑн ӗҫӗ культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Муралсене ҫамрӑк мӑшӑр Ксения Кокель тата Дмитрий Чапай ӳкерӗ.

