Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль программине Николай Семёновпа Зоя Илларионова режиссерсем ӳкернӗ «Парӑм» фильма та кӗртнӗ пулнӑ.
Тӗп роле Зоя Илларионова калӑпланӑ. Ӑна ҫy yйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗн пысӑк залӗнче кӑтартнӑ.
Сюжетра хӗрарӑма тухтӑpceм усал шыҫӑ атланнине пӗлтернӗ. Вӑл вара вилнӗ амӑшне тӗлӗкре пӗрмай курать. Лешӗ парӑма татма тата анатри чӑвашсен йӑлине пӑхӑнма ыйтнӑ.

