Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă

Анат Сурăм ялĕнче пурăнакан Ефремовсен нумай ачаллă çемйи республика тивĕçтернĕ амăшĕн капиталне ипотека кредичĕн пĕр пайне саплаштарма усă курнă. Çĕршыв шайĕнче çирĕплетнĕ «Çемье» наци проекчĕн ырă витĕмĕ çинчен виçĕ ача амăшĕ Екатерина Владимировна каласа парать:

– Пирĕн çемьере виçĕ ывăл çитĕнет. Кириллпа Матвей шкулта вĕренеççĕ, кĕçĕнни  – Андрей ача садне çÿрет. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе мăшăрăмпа кăçал ипотека кредичĕ илтĕмĕр. Амăшĕн капиталĕпе    тĕллевлĕн усă курас шутпа социаллă хÿтлĕх пайĕнче пултăмăр. Унта пире Госуслуги порталта заявление мĕнлерех тĕрĕс йĕркелемеллине ăнлатарса пачĕç. Çакăн хыççăн капиталти 200 пин тенкĕ ипотекăн пĕр пайне сап- лаштарма кайрĕ. Çакă кредитăн тÿлев виçине чакарма пулăшнипе пĕрлех çемье бюджетне те ырă витĕм кÿчĕ. Патшалăха, çемьесене курăмлă социаллă пулăшу мерисемпе вăхăтра тивĕçтернĕшĕн, тав тăватпăр. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *