Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксене ялта культура сферинче ӗҫлеме йыхравлаҫҫӗ. Республикӑн Культура институтӗнче вӗренекен ҫамрӑксемпе ҫав тӗллевпе ятарласа тӗлпулу та ирттернӗ.
«Земствӑри культура ӗҫченӗ» федераци программине кӑҫал пирӗн республикӑра 8 ҫын хутшӑнаять. Вӗсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗрер миллион тенкӗ парӗҫ.
Конкурса хутшӑнмалли заявкӑсене республикӑн Культура министерствинче утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

