Ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем тăван тăрăха курма килсен ачасемпе тăтăшах тĕл пулаççĕ. Шкулта Мухтав урокĕсем ирттернипе пĕрлех ача сачĕсене те кĕрсе тухаççĕ.
Кĕске отпуск хыççăн, каялла СВО иртекен вырăна таврăниччен, Юрий Илларионов та Вăтакас Кипечри ача садĕнче пулнă. Пĕчĕк пепкесем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене салтак урлă шоколадсем тата хăйсен аллисемпе ăсталанă хÿтĕлев паллисем парса янă. Çар çыннине тăван киле Çĕнтерÿпе тата чĕрĕ-сывă таврăнма ăнăçу суннă.

