Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилей çулталăкне паллă тунă май Чăваш Республикин наци библиотеки тата театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕ «Аслă Çĕнтерÿшĕн» чăвашла илемлĕ вулакансен конкурсне ирттернĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç çапăçнă тата ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене халалласа Петĕр Ялкирăн «Фронтовик таврăнать» сăввине вуласа Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче пурăнакан Ольга Терентьева ветеран та палăрнă. Вăл çак конкурсра Гран-При дипломне çĕнсе илнĕ. Çак çитĕнÿпе ăна саламлатпăр.