Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере термометр юпи 30 градус кӑтартӗ. Каҫхине те 15-20 градус ӑшӑ пулӗ.
Шӑрӑх чакмӗ, канмалли кунсенче ҫумӑр пулмӗ. Анчах та кӑшт пӗлӗтленӗ, ҫил вӑйланӗ. Чи шӑрӑх кунсем ҫӗртмен 1-2-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ун чухне термометр сулхӑнра та 31-33 градус кӑтартӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере республикӑна сивӗрех сывлӑш килӗ.

