Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Астăвăм хăми вырнаçтарнă

Астăвăм хăми вырнаçтарнă


Пайкилт ялĕнче астăвăм хăми уçнă. Ăна Константин Ивановпа Ухсай Якăвĕн йăх-тĕпĕ пурăннă çурт вырăнĕнче вырнаçтарнă. Çак мероприятие вырăнти шкул директорĕ Владислав Ильин та хутшăннă:
— Паллă ăсчахсем Константин Ивановăн мăн аслашшĕ Антон Данилов пулнине тĕпчесе палăртнă. Вăл Кашкăр йăхне пуçарса яраканĕ пулнă. Çак йăх вара шăпах Пайкилт тăрăхĕнчен тухнă. Тĕне кĕриччен вăл Энтерук Ваçукĕ ятпа çÿренĕ. Антон Даниловăн икĕ ывăл çуралнă, вĕсене иккĕшне те Çимун ятсем панă. Пĕрремĕш Çимунран Константин Ивановăн йăхĕ кайнă, тепĕр Çимунран вара Ухсай Яковĕн йăхĕ тăсăлнă. Çапла майпа Ухсай Яковĕ Константин Ивановăн тăваттăмĕш сыпăкри тăванĕ пулни паллă. Çакна шута илсе астăвăм хăми çине çак фактсене тата паллă ентешсен сăнĕсене кĕртрĕмĕр. Унтах çемье Пушкăрт тăрăхĕнчи Слакпуç ялне куçса кайнă çула та палăртрăмăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *