Çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе, мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши; Час-часах ĕнĕрлесе çÿрет çак юрра Малти Тукай ялĕнче пурăнакан Нина Лаврентьевна Игнатьева. Пĕртăвансенчен пурăнаканни эпĕ кăна ĕнтĕ, _ тет ветеран. Çак кунсенче хăйĕн 95 çулхи юбилейне кĕтсе илекенскер.
Чиперех çÿрет-ха: хаçат та вулать, хăйĕн шухăшĕсене хут çине те çырать, çыру çырма та пултарать. Пĕр 10 çул каялла юбка, кофта, шăтăкла та çыхнă, çĕвĕ машинипе кĕпесем те çĕленĕ. Эрех-сăрапа нихăçан та иртĕхмен. Паянхи кун ывăлĕпе кинĕн хÿ- ттинче пурăнать. Мĕн пурри пурте çителĕклĕ.
Çапах та иртнĕ вăхăта аса илмесĕр чăтаймарĕ Нина Лаврентьевна.
Малти Питтикасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер паянхи кун та тăван ялне асăмран кăлармасть, шухăшĕсемпе пулин те унта çитсе килетех.
_ Уйрăмах вăрçă çулĕсем асăмра. Вăрçă тухнă çул вунпĕрте пулнă эпĕ. Пиччен вăрçа кайма ячĕ тухрĕ, темиçе кунран _ аттен. Атте ватă пулнă, виççĕмĕш вăрçа каятăп ĕнтĕ, _ терĕ. Мана çÿле йăтса илсе антарчĕ, сисмесĕрех куçĕнчен куççуль юхса анчĕ.
Атте те, пичче те вăрçăран таврăнаймарĕç.
Эпир те, ачасем, аслисемпе пĕрле ĕçленĕ. Çум çумланă, çурлапа тырă вырнă. Вăрçă пынă пулсан та шкулта вĕреннĕ. Сочинени, диктант çырма пĕр листа таса хут панă. Хăш чухне шкулта пĕрер татăк çăкăр паратчĕç.
Çапла тертленсе çиччĕмĕш класа çитнĕ. Май уйăхĕн 9-мĕш кунĕнче пире шкул ачисене урама кăларчĕç. Вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерчĕç, пурне те киле ячĕç. «Асатте, вăрçă чарăннă!» _ тесе кăшкăратăп. «Пирĕншĕн вăрçă чарăнман», _ тет хайхи. «Пиччу çухалнă, аçу вилнĕ»…
16 çул тултарсан, хĕле кĕрсен, Киря вăрманне вăрман касма ячĕç. Иккĕн пăчкă туртса вăрман каснă. Кăнтăрлахи апата пĕр чĕл çăкăр чиксе кайнă. Çăкăр, шăннă улма пĕтсен, киле кайма тухаттăмăр. Канашран яла пайтах çурран утнă. Çăпатасем те çĕтелсе пĕтетчĕç. Çапла манашкал тăлăхсем 6 хĕл вăрман касрăмăр. Камăн ашшĕ çук _ вăрманта. Çуркунне лашапа вăрлăх турттараттăмăр.
Анне ирех тăратчĕ, пире те çывăрттарман. Тăраниччен çывăрса та, çисе те курман. Анне ĕне усранипе çăлăнса юлтăмăр.
Кашни çул патшалăха 40 кило какай, 10 кило шăратнă çу, 100 çăмарта, çăм параттăмăр. Ача çуратманшăн та укçа тÿлемелле пулнă. Аннен мăшăрĕ вăрçăра вилнĕ пулсан та пĕр парăмне те чакарман. Вăрçă чарăннă хыççăн та нумай асап тÿс- нĕ. 1958 çулта кăна парăмсенчен хăтăлнă.
Вăрçă хыççăн юхăннă хуçалăха ура çине тăрат-нă. Пĕтĕм йывăр ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă.
Хăйĕн шăпине Нина Лаврентьевна Малти Тукай ялĕнче тупнă. Çак ялти çамрăкпа Алексей Игнатьевпа çемье çавăрнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тата кайран та «Родина» колхозра тăрăшса ĕçленĕ. Хушнă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Хаклă парнесене тивĕçнĕ. Вăл _ Ĕç ветеранĕ.
Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕн-тернĕ.
Нина Лаврентьевна терт-нушине пайтах тÿс-се ирттернĕ. Иртнĕ кун-çула çаврăнса тишкерсен лайăххи те пайтах. Ачасем чипер йĕркеллĕ çитĕннĕ, пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ. Мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем те савăнăç кÿреççĕ. Пурĕ вĕсем _ çирĕм иккĕн.
Хисеплĕ ватă ял хушшинче чыс-хисепе тивĕçнĕ. Вăл шывра та путман, вутра та çунман чăваш хĕрарăмĕ.
Нина Лаврентьевнăна çывхарса килекен юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Ольга ТЕРЕНТЬЕВА,
Çĕнĕ Чалкассинчи
ветерансен канашĕн ертÿçи

