Мускавра 3-мӗш хут Пӗтӗм Чӑвашсен Акатуйӗ иртӗ
Уяв утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ВДНХ лапамӗнче пулать.
Хӑнасене Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, эстрада юрӑҫисем, фольклор ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарӗҫ.
Тараватлӑ хуҫисем хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ, чи патвар чӑвашсем спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшӗҫ.
«Халӑхсен туслӑхӗн» фонтанӗ тӗрлӗ регионта пурӑнакан йӑхташсене вӑйӑ картине пуҫтарӗ.
«Акатуй – чӑвашсен пӗрлӗхне палӑртакан, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме, йӑла-йӗркене упрама хис- текен уяв», – тесе палӑртнӑ регион ертӳҫи Олег Николаев.

