Иртнĕ канмали кунсенче Тăвай тăрăхĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта чи лайăххисем» черетлĕ агрослет иртрĕ. Унта Канашри муниципаллă округ çамрăкĕсем те хастар хутшăнчĕç.
Кăçалхипе тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ агрослет «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» девизпа иртрĕ. Мероприятие Чăваш Енре ĕçлесе пурăнакан 1600-е яхăн çамрăк хутшăнчĕ. Унта кăçал пуçласа Атăлçи федераци округĕнчи хăнасем те йышлăн килсе çитрĕç. Агрослет ĕçĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем те пысăк хастарлăх кăтартрĕç.
Канаш тăрăхĕн команди Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева импровизациленĕ «Канаш» станцийĕнче «Çĕнтерÿ пуйăсĕпе» кĕтсе илчĕ. Вырăнти артистсем патриотла сценка выляса кăтартрĕç, пултарулăх номерне республика ертÿлĕхне те хастар явăçтарчĕç.
Спорта юратакансемшĕн те агрослет интереслĕ пулчĕ. Вĕсем спартакиадăна хутшăнса тĕрлĕ енлĕн тупăшрĕç: кире пуканĕ çĕклерĕç, канат туртрĕç, волейболла вылярĕç, чăрмав- сен ярăмĕ витĕр тухрĕç, квадроциклпа тĕрлĕрен фигура туса тĕлĕнтерчĕç тата ытти те. Канаш атлечĕсем кире пуканĕ йăтассипе тата волейбол вăй- йинче уйрăмах палăрчĕç.
Канаш тăрăхĕн команди йĕркеленĕ пултарулăх номерĕ те кашнин асĕнче чылайччен упранĕ. «Çĕнтерÿ кунĕ» юрăпа вĕсем агрослет лапамĕнче Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк «Çĕнтерÿ ялавне» уçса вĕлкĕштерчĕç. 47 метр тăршшĕ тата 23 метр сарлакăш ялава тытса тăма мероприятие килнĕ ытти округ представителĕсем те хутшăнчĕç.

