Иртнĕ çулта Чăваш Енре республикăри ашшĕ-амăшĕн комитетне туса хунă. Унсăр пуçне, кашни шкултах, ашшĕ-амăшĕн пĕрлешĕвĕсем те чăмăртаннă. Вĕсен хастарĕсем федераци шайнчи конкурса хутшăнса сумлă премисене çĕнсе илме пултарнă. Халĕ Уçырма ялĕнчи шкул директорĕн канашлуçи Ксения Емельянова сăмах илет:
— Раççейри Çут ĕç министерстви пулăшнипе, «Пĕлÿ» пĕрлĕх, çулсеренех шкул ачисен ашшĕ- амăшĕн пуçарăвĕсен конкурсне йĕркелесе ирттерет. Кăçал унта Чăваш Енрен 26 проект палăрнă, вĕсене 22 миллион тенкĕ укçа парса хавхалантарĕç. Çак йышра Уçырма шкулĕ те пур. Пирĕн проект, кану кунĕсенче ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли туризм похочĕсене йĕркелесипе çыхăннăскер, 200 пин тенкĕ-рен пуçласа 500 пин тенкĕ таранчченхи номинацире çĕнтерме пултарчĕ. Хĕрĕм Оля çак шкултах пĕлÿ илнĕ май эпĕ хам та ашшĕ-амăшĕн пĕрлешĕвĕнче тăратăп. Ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне çак курăмлă çитĕнÿпе саламлатăп, шкул пурнăçĕнче пысăк хастарлăх кăтартнăшăн тав тăватăп. Конкурсра çĕнсе илнĕ укçапа эпир çул-çÿреве тухса çÿрĕпĕр, çакă ашшĕ-амăшĕпе ачасен хушшинчи хутшăнăва çирĕплетме май парĕ.