Среда, 19 августа, 2026
Главная > Публикации > Салтака асăнса часавай лартаççĕ

Салтака асăнса часавай лартаççĕ


Шаккăл салинчи масар çинче часавай çĕкленет. Ăна ятарлă çар операциĕнче пуç хунă салтака Дмитрий Егорова асăнса лартаççĕ. Тĕплĕнрех салара пурăнакан Надежда Павлова каласа парать:
_ Дмитрий Александровичăн пурнăçĕ СВО-ра виçĕм çул вăхăтсăр татăлчĕ. Унăн ашшĕ Александр Егоров, ял масарĕ çинче _ ывăлне асăнса, часовня лартас пуçарупа тухрĕ. Ял халăхĕ тата вырăнти администраци çак шухăша ырласа йышăнчĕ. Александр Анатольевич строительство валли укçа-тенкĕпе хăй тивĕçтерет, пулăшакансем те сахал мар. Хальхи вăхăт тĕлне часовня стенисене хăпартнă та ĕнтĕ, кĕçех унта кашни çын паттăр салтакăн ятне сума суса çурта кĕрсе лартма пултарĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *