Чӑваш Республикинчи амӑшӗн капиталне 2030 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен пама йышӑннӑ. Ку ыйтӑва Чӑваш Енри Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Унччен ку пулӑшу мери 2026 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен вӑйра пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен республикӑри амӑшӗн капиталӗ 200 пин тенкӗпе танлашать.
Пӗлме, республикӑри амӑшӗн капиталне 2012 ҫултанпа параҫҫӗ. Ун чухне вӑл 100 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку таранччен амӑшӗн капиталне 17487 ҫемье тивӗҫнӗ.

