Вторник, 15 июля, 2025
Главная > Публикации > Журналистсем валли пресс-тур йĕркеленĕ

Журналистсем валли пресс-тур йĕркеленĕ

Чăваш Енре ют çĕршыв журналисчĕсем валли пресс-тур йĕркеленĕ. Кăçалхипе вăл иккĕмĕш хут иртнĕ. Ăна туса ирттерме Раççей Федерацийĕнчи МИД пулăшнă. Пресс-тур виçĕ куна пынă.

Мероприяти вăхăтĕнче ют çĕршыв журналисчĕсемпе Чă-ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕл пулнă. Çакнашкал пуçарусем культура çыхăнăвĕсене çирĕп- летме пулăшнине тата Чăваш Ен çинчен пур енлĕн каласа кăтартма май пани çинчен каланă. Çакă, паллах, пирĕн республикăна инвесторсене те илĕртме пулăшать. 

«Паянхи кун Чăваш Енре 128 халăх тата наци килĕштерсе пурăнать. Чăвашсем хăйсен культурипе йăли-йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ, вĕсемпе кулленхи пурнăçра та анлăн усă кураççĕ. Чи пĕлтерĕшли – çакна çитĕнекен ăрăва ламран-лама парса пыни. Ку пире хамăр йăх-тымар ăçтан пулса кайнине пĕлме, малашлăха çирĕп кăмăл-туйăмпа ярса пусма тата çĕнĕ технологисене алла илме майсем туса парать», – тенĕ регион ертÿçи Олег Николаев.

Журналистсем тĕлпулу вăхăтĕн- че хăйсемшĕн уйрăмах асра юлнă самантсем çинче чарăнса тăнă, туризм, суту-илÿ темисене хускатнă, ыйтусем панă. Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма ăнăçу суннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *