Çитес эрнере, ытларикун, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 105 çул çитĕ.
Çавна май Чăваш Енре Республика кунне анлăн уявлама палăртаççĕ. Хăнасем Шупашкара тĕп хуларан тата кÿршĕллĕ регионсенчен йышлăн килсе çитĕç. Уявра куракансене канашсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Халĕ Канаш тăрăхĕнчи пĕрлештернĕ клуб системин методикăпа инрформаци пайĕн ертÿçине Зоя Николаевăна сăмах паратпăр:
– Республика кунĕнче – Шупашкара, тĕп хулара пурăнакансемпе уяв хăнисене савăнтарма, Канашри пултарулăх ушкăнĕсем те çитсе килĕç. Вĕсем републикăри «Черчен чечексем» ача-пăча пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисем лартакан гала-концерта хутшăнĕç. Хĕрлĕ тÿремре вырнаçтарнă уяв сцени çине Канаш хулинчи ачасен музыка шкулĕн «Каччăсен туслăхĕ» ансамбль, Иван Андреевпа Валерия Бородкина вокалистсем тата Карăклăри культура çуртĕнчен Анна Кириллова тухĕç. Гала-концерт çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче кăнтăрла иртни икĕ се- хетре пуçланать. Республика кунне уявлама хутшăннă канашсене хамăр ентешсен пултарулăхĕпе киленме тата вĕсене хавхалантарма чĕнсе калатпăр. Пурне те çывхарса килекен уяв ячĕпе!