Канашри медицина центрĕнче ача кĕтекен хĕрарăмсем валли тĕллевлĕ калаçу йĕркеленĕ. Ăна Чăваш Енри Транспорт министерстви пуçарнипе туса ирттернĕ. Вăл çулсем çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă. Специалистсем, пулас ача амăшĕсене, пепкисене машинăра лартса çÿремелли автокресло пĕлтерĕшĕ çинчен каласа кăтартнă. Ăна ларкăч çумне мĕнле тĕрĕс вырнаçтарма вĕрентнĕ. Больницăран, ача çуратса килĕсене кайма хатĕрленекен хĕрарăмсене вара, автокреслăсем парнеленĕ.

